Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

Хӑтлавра
Хӑтлавра

Хальхи чӑваш литературинче чӑн пурнӑҫа сӑнласа паракан, тарӑн шухӑшлӑ хайлав ҫыракан писательсем йышлах мар. Вӗсенчен пӗри — Г.Максимов ҫыравҫӑ, журналист. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Наци библиотекинче иртнӗ конференцире асӑннӑ писателӗн 2009 ҫулта тухнӑ «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» кӗнекине хакларӗҫ. Кӗнеке «Литературная Чувашия» конкурса хутшӑнать, ҫавӑнпа та конференцин тӗп тӗллевӗ ӑна вулакансем патне ҫитересси пулчӗ. Конференцие ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем те, преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн доценчӗ В.А. Абрамов доклад каларӗ. Унтан паллӑ ҫыравҫӑсем, журналистсем (Н.Максимов, А.Тарасов, М.Карягина, С.Павлов-Вескер т. ыт.те.) сӑмах илчӗҫ. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсен чӗлхи сӗтеклӗ те сӑнарӗсем асра юлаканнисем пулнине палӑртрӗҫ тухса калаҫакансем.

Малалла...

 

Юрий Скворцов
Юрий Скворцов

Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Упири (Красноармейски районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Юрий Скворцов пултарулӑхӗ тавра» конференци иртрӗ.

Хӑнасене вӗренекенсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Конференцие Красноармейски районӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури предметне вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнара Илья Николаевич Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологипе культура факультечӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ку шкулпа ӗҫлӗ килӗшӳ тунӑ. Ҫавна пула кунта прфессорсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем час-часах пулаҫҫӗ.

Конференцие аслӑ категориллӗ вӗрентекен Васильева Вера Вениаминовна йӗркелесе пычӗ. Чи малтанах сӑмах Красноармейски районӗн вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Васильев Юрий Алексеевич илчӗ. Килнӗ хӑнасене программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме ырлӑх сунчӗ. Учительсемшӗн те, вӗренекенсемшӗн те пысӑк ӗҫ тунине палӑртрӗ. Ун хыҫҫӑн филологи ӑслӑлӑхӗн тухтӑрӗ, профессорӗ, И.

Малалла...

 

ЧФКФ сӗтелӗ
ЧФКФ сӗтелӗ

ЧПУ студенчӗсем ҫӑварние 10 кун маларах палӑртнӑ, «Масленица-2011» ирттернӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче ӗҫлекен сотрудниксемпе преподавательсем те унта хутшӑнчӗҫ.

Православи тӗнӗнче Ҫӑварни кӑҫал нарӑсӑн 28-мӗшӗпе пушӑн 6-мӗшччен иртмелле.

 

Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче «Уҫӑ алӑксен кунӗ» иртрӗ. Факультет преподавателӗсем пулас абитуриентсемпе тӗл пулса калаҫрӗҫ, факультет ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, вӗрентӳ тата йышӑну йӗркипе тӗплӗн паллаштарчӗҫ, абитуриентсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Хӑнасем факультет ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса паракан презентацисене курчӗҫ. Тӗлпулӑва абитуриентсем хамӑр республикӑн районӗсенчен кӑна мар, Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен те килнӗ. Факультетри студентсем хушшинче кӳршӗлле республикӑсенчен вӗренме килнӗ студентсем сахал мар, вӗсен йышӗ ӳсессе эпир шансах тӑратпӑр! Хапӑл туса кӗтетпӗр!

Тӗлпулӑва килейменнисене ҫак адреспа ҫыру ҫырса ыйтусем пама пултараҫҫӗ: irinakir1@mail.ru.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Нумай пулмасть ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем Наци вулавӑшӗнче И.Д. Тимофеев-Вутланӑн «Российская пыль в морщинах пирамид» кӗнеки тӑрӑх иртнӗ вулав конференцинче пулчӗҫ. Конференци И. Вутлан тухса калаҫнинчен пуҫланчӗ. 70 тултарнӑ ҫыравҫӑ Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнче нумай ҫул хушши куҫаруҫӑ, разведчик, елчӗ ӗҫӗсене пурнӑҫласа пурӑннӑ иккен. Кайран ҫыравҫӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Азири тата Африкӑри халӑхсен Пӗрлешӗвӗн председателӗ Бассам Аль-Балауи доктор та тухса калаҫрӗ. Вӑл И.Вутлан кӗнекипе ҫыхӑнтарса Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗ ҫинчен сӑмах хускатрӗ. «63 ҫул хушшинче ҫак ҫӗршывсенче 11 ытла вӑрҫӑ-харҫӑ тухрӗ. Халӗ акӑ Египетра пӑлхава ҫӗкленнӗ халӑх, 30 ҫул ытла влаҫра ларса ҫӗр-шыва юхӑнтарнӑ Мубарак президента хирӗҫ тухнӑ вӗсем. Египет Раҫҫейпе кӳршӗллӗ пурӑнать. Ҫавӑнпа вӑрҫӑ нуши Раҫҫей ҫыннисене те шухӑшлаттармасӑр тӑма пултараймасть пуль тетӗп», — терӗ Бассам Аль-Балауи, пирӗн яш-кӗрӗме тӑван ҫӗршыва юратма чӗнсе каланӑ май.

Малалла...

 

Юрӑпа саламлаҫҫӗ
Юрӑпа саламлаҫҫӗ

Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче дипломсен хӳтӗлевӗ иртрӗ. Хӑйсен ӗҫӗсене куҫӑмсӑр майпа кӗске формӑпа вӗренекен студентсем хӳтӗлерӗҫ.

Студентсем хӳтӗлеве тӗплӗн хатӗрленни курӑнчӗ: патшалӑх комиссине юрӑпа тата сӑвӑсемпе саламларӗҫ, тумланма та чӑваш тумӗсене тӑхӑннӑччӗ вӗсем. Хӑйсен ӗҫӗсене те тӗплӗ хатӗрленӗ — Сӗнтӗрвӑррипе Элӗк районӗсенчи халӑх пултарулӑхне питӗ лайӑх тишкерни сисӗнчӗ. Ҫак ушкӑнри студенсем ытларахӑшӗпе театр пӗлӗвӗ енӗпе диплом ҫырнӑ пулсан, Н.Плотников студент чӑваш компьютер терминологине тӗпченӗ. Л.П. Сергеев, комисси ертӳҫи, пӗчӗк кӑлтӑксем ҫеҫ курчӗ.

Вӗсемпе перлех Чӗмпӗр тата Тутарстан тӑрӑхӗнчи студентсем те хӳтӗленчӗҫ — вӗсен темисем раснарахччӗ — кунта Юхма Мишши, Сергей Павлов пултарулӑхне тӗпчени те, ачасен пуплевӗнчи йӑнӑшсене тишкерни те пулчӗ.

Патшалӑх комиссийӗ пӗтӗмӗшле илсен диплом ӗҫӗсем чаплӑ пулнӑ тесе пӗлтерчӗ — «5»-пе, «4» ҫеҫ пулчӗҫ. Комисси пайташӗсем хӳтӗлевҫӗсене лайӑх паллӑсем илнӗ ятпа саламларӗҫ, ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗҫ.

 

Сӑнсем

Малалла...

 

Егорова Ольга
Егорова Ольга

Раштавӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш филилогийӗпе культура факультетӗнче, 20 ҫул тултарнӑ ятпа, тӗрлӗрен мероприятисем иртрӗҫ. Вӗсен хушшинче сӑвӑ калакансен конкурс та иртрӗ. Университета 1-4 класра вӗренекенсем тӗрлӗ районсенчен пуҫтарӑнчӗҫ. Муркаш, Патӑрьел, Комсомольски, Элӗк районӗсенчен килнӗ маттурсем ытларах савӑнтарчӗҫ пире. Патӑрьел районӗнчен килнӗ Шурякова Екатерина тата Муркаш районӗнчи Прохорова Анастасия пире «Нарспи» сыпӑкне питех те хитре каласа кӑтартрӗҫ. Ачасен юратнӑ поэчӗсем К. Иванов, П. Хусанкай, В. Митта, А. Кӑлкан пулнине куртӑмӑр. Кашни ачах хӑйне май талантлӑ.

 Сӑвӑ вуланине сумлӑ жюри хакларӗ: Раиса Сарпи, Альбина Юрату поэтсем, В.

Малалла...

 

Университетӑн культура керменӗнче
Университетӑн культура керменӗнче

Чӑваш чӗлхипе литературине Аслӑ шкулсенче вӗрентме пуҫланӑранпа 85 ҫул тата чӑваш филологийӗпе культура факультетне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫирӗм ҫул каялла ятарлӑ чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ пулман. Чӑваш чӗлхипе литература уйрӑмӗ историпе филологи факультетӗнче ҫеҫ шутланса тӑнӑ. Уйрӑм ҫулсерен аталанса та вӑй илсе пынӑ. Ҫакӑ вара 1990 ҫулта унӑн никӗсӗ ҫинче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ уҫма майсем туса панӑ. Раштавӑн 16-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ хӑйӗн юбилейне паллӑ турӗ. Ҫак кун факультетшӑн пысӑк уяв пулса тӑчӗ.

Ир-ирех факультет хӑйӗн хисеплӗ хӑнисем валли алӑкне уҫрӗ. Республикӑн кашни кӗтесӗнчен пуҫтарӑнчӗҫ уява хӑнасем. Олимпиадӑра хӑйсен ӑсӗсене виҫме шкулта вӗренекенсем те килчӗҫ. Унсӑр пуҫне тата тӗрлӗ конкурсем иртрӗҫ факультетра.

Кантӑрла иртсен пӗр сехетре университетӑн культура керменӗнче концерт пуҫланчӗ. Уяв чаршавӗ Ҫеҫпӗл Мишшин «Катаран каҫ килсен» сӑвӑ йӗркисемпе уҫӑлчӗ. Унтан факультет деканне — В.

Малалла...

 

2010 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе пӗрле «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет. Пулас абитуриентсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулса калаҫма, факультетӑн вӗренӳ тата йышӑну йӗркипе паллашма, вӗренме кӗмелли экзаменсем ҫинчен тӗплӗнрех ыйтса пӗлме пултараҫҫӗ. Тӗлпулу университет ҫурчӗн 1 корпусӗнче, 4 хутра, 434-мӗш аудиторире, 14 сехетре иртет.

Ҫак кунах раштавӑн 16-мӗшӗнче шкул ачисем хушшинче иртнӗ олимпиада пӗтӗмлетӗвӗсене те тӑвӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ, дипломсемпе сертификатсем парӗҫ!

 

Ыйтса пӗлмелли: Шупашкар хули, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт, 229 пӳлем (4,12,14,21 маршрутлӑ троллейбуссемпе «Университет» чарӑнӑва ҫитмелле). Тел.: 45-23-39, 58-18-40.

Факультетпа ҫыхӑнмалли телефон: (8-8352) 45-03-37 (31-01). E-mail: irinakir1@mail.ru.

 

Тӗлпулура
Тӗлпулура

Раштавӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнче унчченех палӑртнӑ йӗркепе килӗшӳллӗн «Интеграция школы и вуза как основы системы непрерывного образования» (чӑв. «Шкулта аслӑ пӗлӳ паракан заведени — пӗр татӑлмасӑр вӗренмелли системӑн никӗсӗ») ятлӑ конференци иртрӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетне Элӗк районӗнчи шкулсен директорӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Килсе ҫитнӗ шкулсенчен ҫаксем пулчӗҫ: Юнтапари, Чӑваш Сурӑмӗнчи, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Элӗкри т.ыт. вӑтам шкулсем. Тӗлпулура паянхи кун шкулсемпе аслӑ шулсем умне тухса тӑнӑ проблемӑсене сӳтсе яврӗҫ. Вӗретекенсемпе преподавательсем кашниех хӑйӗн опычӗпе паллаштарчӗҫ. Тухса калаҫнисен сӑмахӗнче малашне пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесен ҫеҫ ӗҫ кал-кал пырасса шанма пулать текен шухӑш палӑрчӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 21

1933
91
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та